Чӑваш чӗлхи
«Хавал» чӑваш чӗлхи 10-мӗш уйлӑхне йыхравлаҫҫӗ. Вӑл ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнчен пуҫласа утӑ уйӗхӗн 7-мӗшӗччен «Сурские Зори» кану базинче (Етӗрне районӗ) иртӗ. «Хавал» уйлӑха чӑваш чӗлхине вӗренме Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнчен тата юр ҫӗр-шывран та хӑнасем килеҫҫӗ. Уйлӑха «Хавал» пуҫару ушкӑнӗ, «Ӑнӑҫу чӗлхи» (выр. «Язык для успеха») ют чӗлхесен шкулӗ тата "Хыпар" Издательство ҫурчӗн «Ҫамрӑксен хаҫачӗ» редакци йӗркелеҫҫӗ. «Хавал» уйлӑхра чӑваш чӗлхине виҫӗ шайра вӗренме май пур. Ача-пӑча тата ҫамрӑксем валли уйрӑм вӗренӳ йӗркелӗҫ. 3-10 ҫулхи ачасем валли уйрӑм программа пулӗ. Кӑҫалхи уйлӑхӑн тӗп хӑни – Гиннес рекорчӗсен кӗнекине кӗнӗ, тӗрлӗ чӗлхепе юрлакан хрантсус юрӑҫи, эсперантист, окситан чӗлхине аталантаракан Жан-Марк Леклер (Йомо). Вӑл Францири тӗрлӗ регион чӗлхисем мӗнле лару-тӑрура пулни ҫинчен каласа парӗ. Ҫавӑн пекех уйлӑхра Эктор Алос-и-Фонт (Барселона – Шупашкар) социолингвист, Тухватуллин Айрат Халитович (Хусан федераци университетӗнчи истори факультечӗн доценчӗ, Тутар республикин Истори институчӗн ӑслӑлӑх ӗҫченӗ), Федоринчик Арцем Сергеевич (Тимукка) (Кийӳ - Шупашкар) пулӗҫ. |
Чӑваш чӗлхи
Чӑваш чӗлхе лабораторийӗ тӑрӑшнипе хатӗрленнӗ Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи пирки пӗлеттӗр пулӗ — ӑна ятарласа Яндекс.Куҫаруҫӑ тата Google.Translate йышши хӑй тӗллӗн ӗҫлекен тӑлмачсем валли йӗркеленӗ. Тӗрлӗ чӗлхесенчен чӑвашла куҫарас тесен пӗр-пӗр чӗлхепе куҫару мӑшӑрӗсем пулмалла. Ку енчен чи ҫывӑх чӗлхе вара — вырӑс чӗлхи. Ҫавна май ҫак сайтра чӑвашла-вырӑсла куҫару мӑшӑрӗсем хатӗрленсе пыраҫҫӗ. Паянхи кун вара вӗсен йышӗ 40 пинрен иртрӗ (хыпара ҫырнӑ чухне статистика «40 592» шута кӑтартатчӗ). Ытти тӗлӗшрен те ку чӑваш чӗлхи корпусӗ пуянланса пырать: калӑпӑр чӑвашла текстсен йышӗ 1 124 ҫитрӗ, пуплевӗшсен йышӗ — 81 пине ҫывхарать. Калӑпӑшӗпе пӑхсан вара Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫинче 1 161 818 cӑмах шутланать (танлаштарма: ҫармӑссен корпусне 20 миллион сӑмах таран ҫитересшӗн). Ку ҫитӗнӗве тата та вӑйлӑрах ӳстерес тесен куҫару ӗҫне эсир те хутшӑнма пултаратӑр! Ӗҫлеме вара унта пӗрре те йывӑр мар. Пӗрле кар тӑрса ӗҫлесен кӑна пысӑк ҫитӗнӳсем тума май пулӗ! Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
Пуху саманчӗ Паян «Хавал» пӗрлӗхӗн пухӑвӗ иртрӗ — унта аякран ҫитнӗ хӑнасем те хутшӑнчӗҫ. Вӗсен йышӗнче В.М. Васильев ячӗллӗ чӗлхе, литература тата истори ӑслӑлӑхӗсен тӗпчев институтӗнче вӑй хуракан Андрей Чемышев та пулчӗ. «Хавал» Н.И. Ашмарин хатӗрленӗ сӑмах кӗнекин электронлӑ вариантне хатӗрлес ӗҫе ҫӗнӗ вӑйпа кӳленесшӗн. Аса илтеретпӗр, ку ӗҫе вӗсем унченех пуҫарнӑччӗ, ятарлӑ сайт та хатӗрленӗччӗ. Александр Блинов каласа панӑ тӑрӑх вӗсен сӑмах кӗнекине оригиналлӑ орфографипе электронлӑлатасшӑн, ҫавна май ҫармӑс чӗлхеҫине сӗнӳпе пулӑшма ыйтнӑ. Ҫармӑссем ку енӗпе чӑн та пысӑк утӑмсем тунӑ — сахал мар словарьсем сканерласа тӗнче тетелне вырнаҫтарнӑ. Андрей Чемышев Йошкар-Олари чӗлхе, литература тата истори ӑслӑлӑхӗсен тӗпчев институчӗ паянхи кун мӗнпе ӗҫлени пирки те каласа пачӗ — вӗсем Яндекс.Тӑлмач валли вырӑсла-ҫармӑсла текстсем хатӗрлесе ҫитернӗ. Хальхи вӑхӑтра вара ҫармӑс чӗлхин корпусне хатӗрлессипе ӗҫлеҫҫӗ — 2020 ҫул вӗҫне унти сӑмахсен йышне 20 миллиона ҫитересшӗн. Ҫакна пурнӑҫлама вӗсен институчӗ миллиона яхӑн тӑракан сканер туяннӑ, кӗҫех чӗлхе корпусӗ валли ятарлӑ сервер хута ярӗҫ. |
Харпӑр шухӑш
Чӑваш чӗлхи
1992-1994 ҫулсенче И.А. Андреевпа Ю.М. Виноградов ушкӑнӗ хатӗрленӗ Чӑваш чӗлхин орфографине йышӑнчӗҫ. Вӗсем ҫырнӑ правилӑсем тӑрӑх — чӑваш чӗлхинче хутлӑ сӑмахсем пӗтеҫҫӗ, вӗсен вырӑнне «сӑмах майлашӑвӗсем» пулаҫҫӗ. Тата сӑмахӑн кӗскетнӗ формисемпе усӑ курса чӑваш чӗлхин тасалӑхне, тӗрӗс калаҫассине пӗтереҫҫӗ. Чӑваш чӗлхине, чӑваш ҫырулӑхне аркатасси, чӑваш халӑхӗн пуласлӑхне пӗтересси ҫак орфографирен пуҫланса каять. Чӑваш чӗлхин 1938 ҫулхи чӑн орфографине аркатма пулӑшакансем камсем пулнине Чӑваш халӑхӗ пӗлмелле, вӗсем ҫаксем: - А.П.Хусанкай — 1938 ҫулхи Чӑваш чӗлхин орфографине пӑрахӑҫласа «И.А.Андреев — Ю.М.Виноградов» ҫырса хатӗрленӗ тӳнтерле орфографие вӑя кӗртес ӗҫе хирӗҫ каймасть. - П.С.Краснов — 1992 ҫулта халӑх депутачӗ пулнӑ. 1938 ҫулхи Чӑваш чӗлхин орфографине хӳтӗлес вырӑнне «И.А.Андреев — Ю.М.Виноградов» ҫырнӑ Тӳнтерле орфографишӗн сасӑлать. - А.П.Леонтьев — 1992-1994 ҫулсенче «Хыпар» хаҫатӑн тӗп редакторӗ. Вӑл тӑрӑшнипе хаҫатра учительницӑсем И.А.Андреевпа Ю.М.Виноградов ҫырнӑ Тӳнтерле орфографие мухтаса статьясем нумай кӑларчӗҫ. |
Чӑваш чӗлхи
Чӑваш чӗлхи лабораторийӗн уйӑх хушшинчи ӗҫне пӗтӗмлетме вӑхӑт ҫитрӗ. Аса илтеретпӗр, вӑл хӑйӗн ӗҫне иртнӗ уйӑхра, акай уйӑхӗн 5-мӗшӗнче пуҫларӗ. Унӑн тӗп тӗллевӗ — чӑваш чӗлхине паянхи кун ыйтнӑ шайра аталантарса пырасси. Тепӗр май каласан — электронлӑ хатӗрсене кӗртсе пырасси. Ака уйӑхне пӗтӗмлетнӗ май тунӑ ӗҫ сахал пулмарӗ темелле. Сӑмахран, электронлӑ сӑмахсарсен сайчӗ пӗр томпа пуянланчӗ — 1-мӗшпе. Вӑл кӗнекене электронлӑлатма самай йывӑр — унта усӑ курнӑ саспаллисем ытти томрисенчен кӑткӑсрах. Кӗҫех тата тепри электронлӑ словарьсен сайтне вырнаҫӗ — ӗҫе пурнӑҫлаканӗ каланӑ тӑрӑх 4-мӗш тома хатӗрлесе ҫитернипе пӗрех. Ҫапла май халь пирӗн тата тепӗр 4 кӗнеке ҫеҫ юлӗ (3, 5, 6, 8). Ик чӗлхеллӗ корпусра та ӗҫ вӗресе тӑрать. Ака уйӑхӗ хушшинче унта 2847 куҫару хушӑнчӗ. Паллах, 100 пине ҫитме тата нумай вӑй хумалла, анчах ӗҫ пӗр вырӑнта тӑманни савӑнтарать, хамӑр тӗллеве пурнӑҫлама май пуррине кӑтартать. Сӑмах май вӑл корпусра халь пурӗ 37 684 куҫарнӑ пуплевӗш (514 334 сӑмах). Хӑй корпус вара 1 103 текстран тӑрать — ку вӑл 1 155 033 сӑмахран тӑракан 80 241 пуплевӗш. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
Чӑваш Енӗн Лев Толстой ячӗллӗ ятарлӑ вулавӑшӗнче Чӑваш чӗлхи кунне уявланӑ. Куҫ курманнисен пӗтӗм Раҫҫейри обществин Шупашкарти уйрӑмӗн пайташӗсем валли йӗркеленӗ мероприятие «Ытарайми чӑваш чӗлхи» ят панӑ. Уява Чӑваш Республикин патшалӑх гимнӗпе уҫнӑ. Мероприятие пухӑннисем ӑна ура ҫине тӑрса итленӗ. Чӑваш чӗлхи кунӗн уявне ертсе пынӑ Надежда Григорьева вулавӑш ӗҫченӗ чӑваш букварьне йӗркеленӗ Иван Яковлев ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Вӑл тӑван халӑхӑмӑра ҫутта кӑларнӑскер чӑваш халӑхӗ валли ҫырнӑ халалпа паллаштарнӑ. Вулавӑша ҫӳрекен Светлана Федорова Ҫеҫпӗл Мишшин сӑввине вуланӑ. Шупашкарти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан интернат-шкулта 6-мӗш «а» класра пӗлӳ пухакан Зинаида Катерова чӑваш халӑх юррисене шӑрантарнӑ. Раҫҫейри тата Пэпӗтӗм тӗнчери конкурссен лауреачӗ Галина Никитина та чӑвашла юрланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
Ентешсене Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Чӑваш чӗлхи кунӗпе саламланӑ. «Тӑван сӑмаха упрасси тата хакласси – пирӗн пӗрлехи ӗҫ», — тесе шухӑшлать вӑл. «Ҫак уяв илемлӗ те янӑравлӑ чӑваш чӗлхине – пирӗн халӑхӑн пысӑк та аслӑ пуянлӑхне – амӑшӗн сӗчӗпе пӗрле чуна хывнӑ мӗн пур ҫынна пӗрлештерет. Вӑл чӑвашсен наци ӑнланулӑхне сӑнарлакан пӗрлӗх символӗ, пирӗн ӑс-хакӑл культурине упраса хӑвармалли тата аталантармалли тӗп хатӗр пулса тӑрать», — шӑрҫаланӑ саламра. «Тӑван чӗлхене, хамӑрӑн йӑх-тымарсене пӗлни иртнипе паянхин чӗрӗ ҫыхӑнӑвне, пуян культурӑпа истори еткерне тата авалхи йӑласене упраса хӑварма май парать. Тӑван сӑмаха упрасси тата хакласси – пирӗн пӗрлехи ӗҫ», — палӑртнӑ Михаил Васильевич. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче ӗнер, акан 22-мӗшӗнче «Чӑваш чӗлхин пӗрремӗш грамматики: XXI ӗмӗртен пӑхса хаклани» ятпа ҫавра сӗтел иртрӗ. Ӑна «Сочинения принадлежащие к грамматике чувашского языка» кӗнеке пичетленсе тухнӑранпа 250 ҫул ҫитнине халалласа йӗркеленӗ. Тухса калаҫакансен йышӗнче гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ертсе пыракан ӗҫтешӗсем Геннадий Дегтярёвпа Виталий Родионов тата аслӑ ӑслӑлӑх ӗҫтешӗ Эдуард Лебедев, паллӑ ӑсчах Антер Хусанкай, кӗнеке палатин ӗҫченӗ Луиза Сергеева, вӗренӳ институчӗн доценчӗ Надежда Иванова, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Николай Егоров, Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп редакторӗ Николай Плотников пулчӗҫ. Вӗсем ҫак кӗнекен кун-ҫулне аса илчӗҫ, чӑваш чӗлхин пуласлӑхӗ пирки те сӑмах хускатрӗҫ. Сӑмахран, Николай Иванович чӑваш чӗлхине тимлӗх сахал уйӑрни пирки каларӗ. Унӑн ӳпкевне гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ тата пысӑк пукан йышӑнакан тӳре-шарасем тивӗҫрӗҫ. Николай Алексеевич Плотников вара Чӑваш чӗлхин лабораторийӗ малашлӑх валли мӗнле ӗҫсем туни ҫинче чарӑнса тӑчӗ. «Сочинения принадлежащие к грамматике чувашского языка» Питӗрте 1769 ҫулта пичетленсе тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
Николай Иванович Ашмарин хатӗрленӗ «Чӑваш сӑмахӗсен кӗнекине» электронлӑлатас ӗҫ малалла пырать. Тин кӑна эпир 1-мӗш томне, тӗрӗслесе якатас тӗлӗшӗпе чи йывӑррине, «Электронлӑ сӑмахсар» сайтне вырнаҫтартӑмӑр. Ҫапла май халь унта пурӗ 12 том вырнаҫнӑ теме ҫирӗппӗн калама пулать. Тата тепӗр 5 томне электронлӑлатасси кӑна юлать. Пурӗ вырнаҫтарнӑ сӑмах статйисен йышӗ вара 33 пинрен иртрӗ. «Чӑваш сӑмахӗсен кӗнекине» Чӑваш чӗлхин лабораторийӗ пурнӑҫлать. Ку ӗҫе Николай Иванович Ашмарин ҫуралнӑранта 150 ҫул ҫитнӗ тӗле вӗҫлес ӗмӗтлӗ (2020 ҫулхи юпан 4-мӗшӗнче пулӗ). Алина Ивановӑпа Михаил Саркӑмӑл тата ыттисем тӑрӑшнипе тӗллеве самай маларах пурнӑҫласса шанӑҫ пур. Пӗлтӗр сайта сакӑр том кӗртнӗ пулсан, кӑҫал тӑватӑ уйӑх хушшинче 4 хушӑнчӗ те ӗнтӗ. Сӑмах май, «Электронлӑ сӑмахсарта» ытти улшӑнусем те пулса иртрӗҫ. Пӗрремӗшӗнчен вӑл уйрӑм сервер ҫине куҫрӗ (ку сервер хӑвӑртрах ӗҫлет), иккӗмӗшӗнчен эпир Михаил Иванович Скворцов хатӗрлесе кӑларнӑ «Социаллӑ сӑмахлӑхӑн вырӑсла-чӑвашла словарьне» тӳлевсӗр меле куҫартӑмӑр (шел те, тӳлевлӗ словарьпе усӑ курас тесе пӗр ҫын та абонемент туянмарӗ). |
Чӑваш чӗлхи
«Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «Эсӗ — ман хӗвелӗм, эсӗ — ман тӗнче» пабликра Чӑваш чӗлхи кунне халалланӑ флешмоба хутшӑнма сӗннӗ. Унта хутшӑнас тесен хамӑр юратакан чӑваш сӑвӑҫин хайлавне (сӑввине) «Контактра» страницӑра вырнаҫтармалла, #ман_юратнӑ_сӑвӑ хэштег лартмалла. Ҫакна ака уйӑхӗн 25-мӗшӗччен пурнӑҫламалла. Ҫак флешмоб хамӑр тахӑҫан юратса вуланӑ чӑваш сӑвӑҫисен пултарулӑхне аса илме май парасса, чӑвашла вулаттарасса, «Контактра» сайтра чӑвашла илемлӗ постсен йышне ӳстерме пулӑшасса шанаҫҫӗ. «Пирӗн чӗлхе — тӗлӗнмелле илемлӗ те ҫепӗҫ. Вӑл кулленхи калаҫура та, юрӑ-сӑвӑра та ҫав тери килӗшӳллӗ янӑрать. #ман_юратнӑ_сӑвӑ флешмоб ҫакна тепӗр хутчен ҫирӗплетӗ кӑна», — тесе ҫырнӑ пуҫаруҫӑсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |